Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патриотизм
14 Апрелӗн 2023, 17:12

Патриотизм марафонĕ Тетĕрпуçĕнче пуçланнă

Апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çтелĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ялĕнче «Паттăрсен вăхăчĕ. Тăнăçлăхшăн» («Время Героев. Ради мира») район шайĕнчи патриотла пултарулăх марафонĕ çула тухнă. Тетĕрпуçсем пулас мероприятие тĕплĕн хатĕрленнĕ, çавна пулах вăл çÿллĕ шайра иртнĕ.

Патриотизм марафонĕ Тетĕрпуçĕнче пуçланнă
Патриотизм марафонĕ Тетĕрпуçĕнче пуçланнă

Марафона район администраци пуçлăхĕн çумĕ РавильТукбаев, ЧР Писательсен созĕн пайташĕ Геннадий Челпир поэт-композитор (вăл çак ялта çуралса ÿснĕ), культура пайĕн ертÿçи Альфия Тайгунова хутшăннă. Çавăн пекех пухăннă халăх умĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак (шел, ячĕпе хушаматне кăтартма юрамасть – авт.) тухса сăмах каланă.

- Паянхи кун Раççейшĕн йывăр вăхăт тăрать. Эпир Тăван çĕршывăн чиккисене нацистсенчен хÿтĕлетпĕр. Хальхи вăхăтра Донбасри, Запорожьепе Херсон облаçĕсенчи çынсем асапланаççĕ. Тавах сире пулăшнăшăн, эсир пирĕншĕн куляннишĕн. Пĕлсе тăрăр, эпир унта юлашки çапăçуччен пулăпăр. Çĕнтерÿпе таврăниччен Тăван çĕршыва хÿтĕлĕпĕр,- тенĕ вăл.

Çак кун пирĕн салтаксен паттăрлăхĕпе хăюллăхĕ çинчен «Тивлет» тата «Пилеш» ансамбльсем, Глебпа Даниил Соколовсем, Константин Петров, Ирина Петрова уйрăм юрăçсем, «А.Л.И.» трио, Тетĕрпуç хăнисем – Çтерлĕ хулинчен килнĕ «Телей» ушкăн – юрăсем шăрантарнă. Уйрăмах пухăннă халăх Геннадий Челпир пултарулăхне хумханса та çывăха хурса хакланă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: