Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патриотизм
8 Майӑн 2023, 12:15

Радий Хабиров ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне çитсе курнă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ятарлă çар операци зонинчи хамăр республикăри çар çыннисемпе тĕл пулнă. Вăл вырăна çитсе Пушкăртстанран мобилизацие лекнĕ çынсем çапăçу хирĕнче мĕнле вырнаçнине, унти условисемпе паллашма, боецсен кăмăл-туйăмне хăй куçĕпе курса хак пама шут тытнă.

Радий Хабиров ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне çитсе курнă
Радий Хабиров ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне çитсе курнă

«Вĕсене мĕнпур Донбасс территорийĕпе сапаласа пĕтернĕ. Анчах пĕр подразделенисенче пулни, пĕр-пĕрне пулăшни питĕ лайăх. Пĕр подразделенинче пирĕн ачасем 2 пин ытла çын пухăннă. Вĕсем кунта кулленхи пурнăçа кирлĕ пек йĕркеленĕ, тăшманпа çапăçма хăнăхса çитнĕ. Эпĕ ăнланнă тăрăх Донбасра чи лайăх каччăсем пухăннă, вĕсем шăпах çĕршывăн пуласлăхĕ тата вăйĕ. Вĕсемпе мăнаçланатпăр, паллах, киле ырă-сывă таврăнма сунатпăр»,- тесе çырнă хăйĕн телеграм-каналĕнче Радий Хабиров.

Сăмах май, ĕнер май уйăхĕн 7-мĕшĕнче  ятарлă çар операцине хутшăнакансен черетлĕ ушкăнĕ отпуск хыççăн çапăçу хирне тухса кайнă. Вĕсене Ĕпхÿри «Уфа-арена» спортпа концерт комплексĕ умĕнчен ăсатса янă. ПР правительствин вице-премьерĕ Ирек Сагитов Пушкăртстанăн паттăр ывăлĕсене ырă сунса ăсатнă май çĕршывăн тĕп комадующийĕ тата Пушкăртстан пуçлăхĕ лартнă тĕллевсене чыслă та яваплăха туйса туллин пурнăçланине палăртнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Радий Хабиров ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне çитсе курнă
Радий Хабиров ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне çитсе курнă
Радий Хабиров ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне çитсе курнă
Радий Хабиров ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне çитсе курнă
Радий Хабиров ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне çитсе курнă
Радий Хабиров ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне çитсе курнă
Радий Хабиров ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне çитсе курнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: