Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патриотизм
7 Июнӗн 2023, 10:27

«Туман» ятлă салтак республика ертÿçине батальонăн талисманне парнеленĕ

Александр Доставалов ячĕллĕ батальонри «Туман» ятпа чĕнекен салтак Пушкăртстан пуçлăхне шеврон (форма, хĕç-пăшал, техника çинчи паллă) парнеленĕ.

«Туман» ятлă  салтак республика ертÿçине батальонăн талисманне парнеленĕ
«Туман» ятлă салтак республика ертÿçине батальонăн талисманне парнеленĕ

Вĕсем Ĕпхÿ хулинче иртнĕ «Медиайыйын» форумра тĕл пулнă.  Радий Хабиров хăйĕн телеграм-каналĕнче асăннă паллă мĕне пĕлтерни çинчен çырнă.

 - Вăл - Раççей Геройĕ Александр Доставалов ячĕллĕ ирĕклĕ батальонăн талисманĕ. Ун çинче пушкăрт салтакне ÿкернĕ.  Çак паллă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕп вырăнта паттăрлăх, хастарлăх, хăюлăх тĕслĕхĕ кăтартакан «Çурçĕр амурĕсем». «Туман» ятпа чĕнекен салтака тата батальонри паттăрсене ăнăçу сунатăп. Çĕнтерÿпе кĕтетпĕр! – çырнă регион ертÿçи.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: