Владимир Евстафьевича 1942 çулхи май уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар ретне чĕнсе илнĕ. Малтан ăна полк шкулне ăсатнă, унта чăваш каччине сержант звани панă. Уншăн пĕрремĕш çапăçу Вязовик ялĕ патĕнче пулса иртнĕ. Пирĕн ентеш Курск пĕккинчи хаяр çапăçусене хутшăннă.
«Курск пĕккинчи пĕлтерĕшлĕ çĕнтерÿ совет салтакĕсем йышпа хастарлăхпа паттăрлăх кăтартман пулсан, çав шутра Владимир Романов пеккисем, тен, вăл пулман та пулĕччĕ. Шăпах Курск пĕккинчи паттăрсем хăйсен хайюллăхĕпе «Цитадель» операцине тĕп тума пултарнă: вĕсем агрессор наступленине чарса лартма çеç мар, ăна урăх енне улăштарнă. Çак вырăн пĕлтерĕшĕпе Раççейре Куликов тата Бородино хирĕсем хыççăн виççĕмĕш çар вырăнĕ шутланать.
Владимир Евстафьевич – пурнăçри чăн-чăн легенда. Эпир хамăрăн ентешĕн паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр. Эпĕ ăна çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул сунатăп!», - тесе çырнă Авăркас район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов социаллă сетьре.
Юрий СНЕГОПАД.