Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патриотизм
13 Сентябрӗн 2023, 09:50

Владимир Путин ятарлă çар операцине хутшăнма контрактпа миçе çын килĕшÿ туни çинчен пĕлтернĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин юлашки 6-7 уйăх хушшинче ятарлă çар операцине хăйсен ирĕкĕпе хутшăнма кăмăл тунисен шучĕ 270 пин çынна çитни çинчен Хĕвел тухăç экономика форумĕнче пĕлтернĕ. Вăл сентябрь уйăхĕн 10-13-мĕшĕсенче Владивосток хулинче иртет.

Владимир Путин ятарлă çар операцине хутшăнма контрактпа миçе çын килĕшÿ туни çинчен пĕлтернĕ
Владимир Путин ятарлă çар операцине хутшăнма контрактпа миçе çын килĕшÿ туни çинчен пĕлтернĕ

Маларах массăлла информаци хатĕрĕсенче тулли мар мобилизаци вăхăтĕнче (вăл иртнĕ çулхи сентябрьте иртрĕ) 300 пин çынна çар ретне тăратни çинчен хыпар пулнăччĕ.

- Хальхи вăхăтра, ултă-çичĕ уйăхра, пирĕн Хĕçпашаллă вăйсен тата хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленекен подразделенисенче хĕсметре тăма 270 пин çын контракта алă пусса çирĕплетнĕ, - тенĕ Владимир Путин Хĕвел тухăç экономика форумĕн пленарлă ларăвĕнче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: