Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патриотизм
12 Октябрӗн 2023, 09:40

Виçĕ хĕрарăм ятарлă çар операци зонине хăйсен ирĕкĕпе кайнă

Çтерлĕ хула мэрĕ Рустем Газизов хăйĕн социаллă сечĕсенче Çтерлĕ хулинче пурăнакан виçĕ хĕрарăм хăйсен ирĕкĕпе ятарлă çар операци пыракан зонăна кайни пирки пĕлтернĕ.

Виçĕ хĕрарăм ятарлă çар операци зонине хăйсен ирĕкĕпе кайнă
Виçĕ хĕрарăм ятарлă çар операци зонине хăйсен ирĕкĕпе кайнă

Хĕрĕх сакăр çулхи Айгульпе Гульназ медицина сестрисен тивĕçне пурнăçлĕç. 43 çулхи Роза ăçта служба иртессине пĕлтермен. Хĕрарăмсем хăйсен ирĕкĕпе патшалăх интересĕсене хÿтĕлеме шутланă. Татăклă йышăнăва тĕплĕн шухăшласа тунă. Çапла Айгуль унччен маларах «Пушкăрт сода компанинче» погрузчик водителĕ пулса ĕçленĕ. Ятарлă çар операци пыракан зонăна 2022 çулхи май уйăхĕнчех каясшăн пулнă, анчах çемьери лару-тăрăва шута илсе çакна пурнăçа кĕртме май килмен. Кăçалхи çулăн март уйăхĕнче çар комиссариатне çырăннă, анчах заявление йышăнман.

 - Хĕрарăмсене илмеççĕ тесе каларĕç. Эпĕ кашни уйăхрах çар комиссариатне çитеттĕм, тинех ĕç ăнчĕ,  - каласа панă Çтерлĕ хĕрарăмĕ.

 - Пирĕн ачасен пуласлăхĕ пултăр, вăрçă хăвăртрах вĕçлентĕр, - палăртнă Гульназ. – Пирĕн ачасен нихăçан та сирена сассине тата тупă çурăлнине илтмелле ан пултăр.          

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: