Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патриотизм
9 Декабрӗн 2023, 14:25

Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Тăван çĕршывăн Геройĕсен кунĕ ячĕпе саламланă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенче республикăра пурăнакансене Тăван çĕршывăн Геройĕсен кунĕ ячĕпе саламланă. Ăна Раççейре йалана кĕнĕ тăрăх кашни çул декабрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Тăван çĕршывăн Геройĕсен кунĕ ячĕпе саламланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Тăван çĕршывăн Геройĕсен кунĕ ячĕпе саламланă

«Эпир яланах хамăрăн каччăсен паттăрлăхне, ятарлă çар операцинче харсăрлăхпа хăюллăх кăтартнă салтак-офицерсене асра тытатпăр.

Ĕпхÿ çынни Максим Серафимов хăйĕн ÿчĕпе гранатăна хупланă, çапла майпа юлташĕсене çăлса хăварнă.

Абзелил районĕнчи Тамерлан Ильгамов хăйсен подразделенине сыхласа хăварас тесе ракетăсем пенĕ чухне вут-çулăма хăй çине илнĕ.

Янаул районĕнчи Игорь Насибуллин хăйĕн танкĕпе эвакуаци вăхăтĕнче аманнă салтаксем çине кĕрекен тăшманăн хĕç-пăшаллă вăйне ирттермен. Вăл вилмеллех амманнă, анчах та контузи илсен те çунакан танкран юлташне тухма пулăшнă.

Элшей тăрăхĕнчи Алмаз Сафин парашютпа десант взвочĕн командирĕ пулнă. Вилмелле аманнă пулсан та çапăçу хирĕнче хайĕн взводне ертсе пыма пăрахман. Çавна пула тăшман тапăнса кĕме хăтланнă вăхăтра взвод фронт чиккинчен каялла чакман, вăрă-хураха хăйсен позицине каялла тавăрма пултарнă.

Эпир Бирск районĕнчи Борис Дудкона унăн паттăрлăхĕшĕн тав тăватпăр. Вăл ертсе пыракан танк роти тăшман çирĕпленсе ларнă района тĕп тума пултарнă. Унăн экипажĕ 7 танка тата пысăк йышлă çуран çар салтакĕсене (пехота) пĕтернĕ.

Октябрьский хулинчи Степан Белов Донбасс çĕрне 2022 çулхи февраль уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа хÿтелет. Иртнĕ çул вăл ертсе пыракан танк роти тăшманăн 20 танкне, 9 çар пехоттин машинине (БМП) тата чылай салтак-офицерĕсене тĕп тунă.

Ĕпхÿри Денис Чернавин – уйрăм вертолет полкĕн командирĕ. Вăл çар заданийĕпе 400 хут ытла вĕçеве тухса кайнă. Çак вăхăт хушшинче тăшманăн 82 броньăланă çар техникине сирпĕтне, 2 пин ытла çар çыннине леш тĕнчене ăсатнă.

Çак ачасем пурте пирĕн çĕршывăн чи пысăк наградине – «Раççей Геройĕн «Ылтăн Çăлтăрне»  -  тивĕçнĕ», - тесе çырнă регион ертÿçи.

Çакна та палăртса хăвармалла: Пушкăртстанра пурĕ 299 Совет Союзĕн Геройĕ, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем 47 тата Раççей Геройĕ 30 çын ытла шутланаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: