«Паянхи çамрăксем чылай информацине интернетран илеççĕ. Унта вара тĕрĕслĕхпе, чăнлăхпа тÿр килменни нумай, пирĕн обществăна пайсем çине пайлас тени те пур. Çак начар пулăмран хăтăлма патриотизмла воспитани пани пулăшать. Аслисем «Тăван çĕршыва юратăр» тени çеç çителĕксĕр, вĕсен çамрăксене хăйсен тĕслĕхĕпе çакна кăтартса памалла. Унсăр пуçне патриотизмпа çыхăннă фильмсемпе юрăсем нумай. Эпĕ сăмахран сире пирĕн ÿсĕмрисен «Офицеры» фильма тата паянхи кун пĕлтерĕшлĕ «Звезда» кинофильма курма сĕннĕ пулăттăм», - тенĕ Радий Хабиров.
Регинсем шайĕнче çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçе йĕркеленĕ пуçарусен шутне БСТ телеканалăн «РФ патриочĕ» телекăларăма кĕртмелле. Проект 2022 çулта ĕçле пуçланă. Корреспонденсемпе ăна ертсе пыракансем 12 çултан пуçласа аслăрăх ÿсĕмрисем хăйсен тантăшĕсене Тăван çĕршывăн паттарĕсем, вăрçăсенчи историсем тата Пушкăртстан çинчен каласа параççĕ.
«Кам вăл чăн-чăн паттăр?» текен ыйту çине хуравланă май, Пушкăртстан Пуçлăхĕ чăн малтан ятарлă çар операцине хутшăнакансем пулнине палăртнă.
«Вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕлĕççĕ. Республикăра эпир 18 хăйсен ирĕкĕпе пуçтарнă подразделени йĕркелерĕмĕр. Унсăр пуçне пирĕн Раççей Оборона министерствипе контракт тунă арçынсем нумай. Вĕсенчен кашни каччă паттăр шутланать, - мăнаçланса çирĕплетнĕ регион ертÿçи.
Юрий СНЕГОПАД.