Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патриотизм
26 Мартӑн , 12:10

Мăшăрĕ хыççăн СВОна кайнă

Элшей районĕн Шафраново ялĕнче пурăнакан хĕрарăм мобилизацие лекнĕ упăшки хыççăн ятарлă çар операцине ăсаннă. Асăннă çемье историне социаллă сетьсенче вырăнти администраци пуçлăхĕ Дамир Мустафин пичетлесе кăларнă.

Мăшăрĕ хыççăн СВОна кайнă
Мăшăрĕ хыççăн СВОна кайнă

Упăшкине мобилизациленĕ хыççăн Диана малти рете кайма контракт алă пуснă. Çарта «Ди» ятпа çÿрекен пирĕн ентеш медицина ротин госпиталь уйрăмĕн медицина сестри пулса тăрăшать. Хĕрарăмăн пиччĕшĕ те çар операцин хĕрÿ çапăçусем пыракан вырăнта службăра тăрать.

Хĕрарăм çапла йышăну тунине пĕлĕшĕсем тĕрлĕрен хак панă. Чи кирли амăшĕ хĕрĕн шухăшне тĕрĕс йышăнни. Ашшĕпе амăшĕ малти ретре çар тивĕçне пурнăçланă чух вăл мăнукне пăхать.

Хăюллă хĕрарăма тата çар служащисене ăнăçупа вăй-хал сунатпăр. Эсир килĕрсене ырă та сывă таврăнасса шанатпăр, - тесе çырнă Дамир Мустафин.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: