Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Патриотизм
8 Майӑн , 12:25

«Пирĕн ентешсем – пирĕн мăнаçлăх!»

Май уйăхĕн 6-мĕшĕнче Авăркас тăрăхĕнчи Пишкайăн ялĕнчи культура çуртĕнче Тăван çĕршывăн ĕнерхи тата паянхи хÿтĕлевçисене халалласа «Пирĕн ентешсем – пирĕн мăнаçлăх!» паттăрлăхпа краеведени сехечĕ ирттернĕ. Ăна калаçу евĕр йĕркеленĕ.

«Пирĕн ентешсем – пирĕн мăнаçлăх!»
«Пирĕн ентешсем – пирĕн мăнаçлăх!»

Кашни çыншăн Тăван çĕршыв – чи хакли. Тăван çĕршыв вăл пысăк çемье евĕр. Хăш çĕршывра çуралассине эпир суйласа илме пултараймастпăр. Анчах вăл анне пекех, пĕртен-пĕрре.

Культура çуртĕнче ĕçлекен Елена Ивановапа Надежда Егорова ачасене Тăван çĕршыва харпăр хăй пурнăçĕнчен ытлараха хумаллине, уншăн кĕрешес, ĕçлес туйăм кашни çын умĕнче, унăн ăс-тăнĕнче пулмаллине ăнлантарса панă. Каланине вăрçă хирĕнче пуç хунă паттăрсене, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă пĕр ял çыннисене сума суса вырнаçтарнă асăну хăми çинчи ылтăн сас паллисемпе çырăннă хушаматсемпе çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне культура ĕçченĕсем Пишкайăн ял хутлăхĕнчен ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсем çинчен каласа панă. Паттăрлăхпа краеведени сехечĕ Люция Анисимован паттăрсемпе Тăван çĕршыва халалланă сăввисене илемлĕ вуланипе вĕçленнĕ.

«Пирĕн ентешсем – пирĕн мăнаçлăх!»
«Пирĕн ентешсем – пирĕн мăнаçлăх!»
«Пирĕн ентешсем – пирĕн мăнаçлăх!»
«Пирĕн ентешсем – пирĕн мăнаçлăх!»
«Пирĕн ентешсем – пирĕн мăнаçлăх!»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: