Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патриотизм
18 Июлӗн , 17:45

Вилнĕ пиччĕшĕшĕн тавăрас шутпа вăрçа кайнă

Мияки районĕнче пурăнакан хĕрарăм Раççей Оборона министерствипе контракт алă пуснă. Халĕ вăл «Пушкăртстан» мотострелоксен полкĕн Сергей Зорин ячĕллĕ танк батальонĕн йышĕнче çар тивĕçне пурнăçлать. «Янтарь» хушма ятлă çар çынни вилнĕ пиччĕшĕшĕн тавăрас шутпа фронта кайнă.

Вилнĕ пиччĕшĕшĕн тавăрас шутпа вăрçа кайнă
Вилнĕ пиччĕшĕшĕн тавăрас шутпа вăрçа кайнă

Çар çыннин тăван пиччĕшĕ Денис Павленко Çтерлĕ хулинче пурăннă. Вăл зенитпа ракета çарĕсенче аслă прапорщик званипе служба иртнĕ. Шел пулин те, арçын 2022 çулхи март уйăхĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

 - Пичче вилсен чылай вăхăт чун-чĕрере вырăн тупаймарăм. Тăшмана тавăрсан çеç лăпланма пултарнине ăнланса илтĕм. Эпĕ ĕмĕтленни пурнăçланчĕ. Пирĕн батальон малалла шăвать. Мана кунта тăшмана тавăрасси çеç илсе çитермен. Манăн хĕрсем çитĕнеççĕ, вĕсем тăнăç пурнăçпа пурăнччăр, çемье хаклăхĕсене ăша хывса воспитани илччĕр, - тенĕ «Янтарь».

Çарти паттăрлăхшăн «Янтаре» Шаймуратов генерал медалĕпе наградăланă.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: