Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Патриотизм
3 Августӑн , 10:25

Пушкăртстан Пуçлăхĕ СВОна хутшăннă аслă лейтенанта Раççей Геройĕ ята пама ыйтнă

Ĕнер, август уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Пушкăртстан Пуçлăхе Радий Хабиров «Пушкăртстан» мотострелоксен полкĕн Даян Мурзин ячĕллĕ пушкăрт батальонĕн взвод командирне Ильдар Суфияров аслă лейтенанта Раççей Геройĕ ята пама ыйтса çĕршыв пуçлăхĕ Владимир Путин патне официаллă хутсем яни çинчен пĕлтернĕ. Çакăн çинчен регион ертÿçи «Патриот» çарпа патриотизм паркĕнче Сывлăш-десант çарĕсен кунне паллă тунă чухне пухăннă халăх умĕнче хыпарланă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ СВОна хутшăннă аслă лейтенанта Раççей Геройĕ ята пама ыйтнă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ СВОна хутшăннă аслă лейтенанта Раççей Геройĕ ята пама ыйтнă

Ильдар Суфияров 2024 çулхи апрель уйăхĕнче çапăçу хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Тăшман тĕрлĕ хĕçпăшалтан пенĕ чухне вăл юлашки минутчен сăнав пунктĕнче юлнă, нациссен салтакĕсем килсе çитсен хăйне хăй гранатăпа сирпĕтнĕ, çапла майпа Украина çарĕн виçĕ салтакне леш тĕнчене ăсатнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: