-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Кадрти офицерсем Владимирпа Андрей Васильковсем малти линире çар задачисене пурнăçлаççĕ. Çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра хăюлăх, паттăрлăх кăтартнăшăн пĕртăвансене патшалăх наградисемпе чысланă.
Герой Парттине уçассипе çыхăннă церемоние офицерсен ашшĕ-амăшĕ, Александра Александровнапа Иван Михайлович, хутшăннă.
- Партта хушшине вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан тата шкул пурнăçне хастар хутшăнакан ачасем çеç ларма пултараççĕ, - тенĕ Азат Хакимов.
Видеоçыхăну урлă Андрей Васильков шкул ачисене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламланă.