Пур хыпар та
Патриотизм
12 Сентябрӗн 2025, 18:00
1

Пăслăк хĕрĕсен тăрăшуллăхĕ çĕнтерĕве çывхартать

Вĕсем юрра-ташша та ăста, кил-çурт ăшшине упрама та ĕлкĕреççĕ, ятарлă çар операцин паттарĕсене пулăшма та вăй-хăватпа мехел çитереççĕ. Сăмах кунта Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ "Тăван çĕршыв хĕрĕсем" ("Сестры Отечества") патриотизмла клубăн хастарĕсем пирки пырать.

Пăслăк хĕрĕсен тăрăшуллăхĕ çĕнтерĕве çывхартать
Пăслăк хĕрĕсен тăрăшуллăхĕ çĕнтерĕве çывхартать

Çак тăрушăллă та ывăнма пĕлмен ушкăна Валентина Митрофанова педагогика ĕçĕн ветеранĕ ертсе пырать. Вĕсем паянхи кун тĕлне фронта 325 маскировка тетелĕ ăсатнă. Унсăр пуçне  пуçаруллăскерсем халăхран гуманитари пулăшăвĕ пуçтараççĕ, разведчиксем валли маскировка костюмĕсем çĕлеççĕ, тĕрлĕ курăксене типĕтсе чей хатĕрлеççĕ. СВОран отпуска килнĕ салтаксемпе тĕлпулу йĕркелесси, вĕсем урлă хатĕрленĕ ĕçсене фронта ярса парасси те хĕрарăмсен хул пуççийĕ çинех тиеннĕ.

Хайсен пархатарлă ĕçĕсемшĕн ушкăн район, ял хутлăх администрациĕн, çар чаçĕн командирĕн тата ыттисен Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Çавăнпа та кунта кашнин ятне асăнни те вырăнлă пулмалла. Лариса Исаева, Аннапа Алевтина Алексеева пӗр тӑвансем , Фаина Кузьмина, Римма Осиповапа Валентина Власова, Ирина Игнатьевапа Светлана Николаева, Людмила Дмитриевапа Вера Никитина, Лидăпа Людмила Федоровасем, Вера Павловапа Ольга Григорьева, Марина Кирилловапа Татьяна Чернова кашни кун çентерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Тав çырăвĕсенчи ăшă сăмахсем шăпах вĕсен ячĕпе çырăннă. Валентина Алексеевна вара, ертÿçĕ пулнă май, «Фронта пулăшнăшăн» медале тивĕçни туслă коллектив хастарĕсене тата ытларах хавхалантарать, йышпа тунă ĕçĕн сумне, хакне  ÿстерет.

Паян вара эпир çак ушкăна Наци костюмĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Мĕншĕн тесен хĕрÿ ĕçре те вĕсем хамăр халахăн тум-тирне тăхăнса вăй-хăват илеççĕ, йала-йĕркене упраççĕ, кирлех пулсан юрă çаврăмĕпе чуна пусараççĕ. Вăт çапла вăл чăваш хĕрарăмĕ. Унра сăпайлăхпа сапăрлăх та, ĕçченлĕхпе тăрăшуллăх та çителĕклех. Çакна пирĕн хаклама çеç пĕлесччĕ. 

Юрий СНЕГОПАД.

Пăслăк хĕрĕсен тăрăшуллăхĕ çĕнтерĕве çывхартать
Пăслăк хĕрĕсен тăрăшуллăхĕ çĕнтерĕве çывхартать
Пăслăк хĕрĕсен тăрăшуллăхĕ çĕнтерĕве çывхартать
Пăслăк хĕрĕсен тăрăшуллăхĕ çĕнтерĕве çывхартать
Пăслăк хĕрĕсен тăрăшуллăхĕ çĕнтерĕве çывхартать
Пăслăк хĕрĕсен тăрăшуллăхĕ çĕнтерĕве çывхартать
Пăслăк хĕрĕсен тăрăшуллăхĕ çĕнтерĕве çывхартать
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас