Хастар та хăюллă çамрăк РФ Оборона министерствипе 2024 çулхи ноябрь уйăхĕнче контракт алă пуснă. Тĕплĕ çар хатĕрленĕвне иртнĕ хыççăн штурм ушкăнĕпе пĕрле çар задачисене пурнăçлама кайнă.
«Егор» ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăра хăйне ĕçе тĕплĕ тăвакан салтак, чăн-чăн профессионал пек кăтартнă - дисциплинăна малти вырăна хурать, яваплă, çар ăсталăхне ÿстерме тăрăшать. Вăл хăюллă салтак тата шанчăклă юлташ пулнине те палăртса хăвармалла.
Çамрăк çын Суук-Чишма ялĕнчи шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Ĕпхÿри механикăпа технологи колледжĕнче вĕреннĕ, электромеханик специальноçне алла илнĕ. Паян вăл çĕршыв хÿтĕлевĕнче ентешĕсемпе çума-çумăн тăрать.
- Кунта манпа пĕрле Давлекан тата Чишма районĕсен арĕсем, тăванла хутшăну йĕркеленнĕ, - кĕскен каланă салтак пурнăçĕ çинчен çар çынни.
Кармаскалă районĕ, Суук-Чишма ялĕ.