Пур хыпар та
Патриотизм
10 Нарӑсӑн , 14:00

Асăну вырăнне юртан тасатрĕç

Федоровка тăрăхĕнчи Ашкатар ялĕнчи шкулта вĕренекенсем, вĕрентекенсен, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ оборонăпа массăллă тата çарпа патриот ĕçĕсен уйăхлăхĕн шайĕнче «Палăк патне çул» акцие хутшăнчĕç.

Асăну вырăнне юртан тасатрĕç
Асăну вырăнне юртан тасатрĕç

Çак кунхине эпир палăка тата унăн территорине юртан тасатма пухăнтăмăр. Çапла майпа пирĕн ирĕклĕхшĕн хăйсен пурнăçĕсене хунисен астăвăмне хисеп турăмăр. Акцие хутшăнакансем пысăк хавхаланупа ĕçе пикенчĕç: аллисенче – кĕреçесем, сăн-пичĕсенче – йăл кулă. Сиссе те ĕлкĕреймерĕмĕр, палăк вырнаçнă территори юртан тасалчĕ.

Çакăн йышши мероприятисем çамрăксенче патриотизм туйăмне вăйлатма тата коллективри туслăха çирĕплетме пулăшаççĕ. Ĕç вăхăтĕнче ачасем палăкăн пĕлтерĕшне сÿтсе яврĕç, пирĕн Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ паттăрсене аса илчĕç.

 «Палăк патне çул» акцие хутшăнакансене, хастар ĕçлекенсене тав сăмахĕ калатпăр. Пĕрле эпир тата та нумай ĕç тума пултаратпăр.

Татьяна ВАЛЬЩИКОВА.

Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ.  

Асăну вырăнне юртан тасатрĕç
Асăну вырăнне юртан тасатрĕç
Асăну вырăнне юртан тасатрĕç
Асăну вырăнне юртан тасатрĕç
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас