«Охотник» тулли мар мобилизаци пуçлансан хăйĕнпе пĕр класра вĕреннĕ çывăх тусĕпе СВОна тухса кайнă. Вăл «Урал» автомобиль çинче водитель пулса хĕсметре тăрать, хăйĕнпе пĕрле службăра тăракансене мĕнпур япаласемпе тивĕçтерет – боеприпассенчен пуçласа апат-çимĕç таран.
«Азамат хăй те нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Паянхи кун вĕсем мăшăрĕпе ултă ача çитĕнтереççĕ. Çакă вăл чăн-чăн хăюлăх, яваплăха туйни тата Тăван çĕршыва, çемьене юратни пулса тăрать. Пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăр вăл çывăх çыннисем валли вăй-хăват та, вăхăт та тупать», - тесе каласа панă район администрацинче.
Юрий СНЕГОПАД.