

Монумент комплексне Ĕпхÿ çыннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ĕçре паттăрлăх кăтартнине халалланă.
«Хисеплĕ ветерансем, хаклă туссем, хисеплĕ ĕçтешсем! Паян эпир ĕçре хастарлăх кăтартнишĕн лартнă стела умĕнче пухăнтăмăр, унпа республика мăнаçланать. Эсир пĕлетĕр, Раççей Президенчĕн йышăнăвĕпе «Ĕçре хастарлăх кăтартнă хула» ята Пушкăртстанра тата тепĕр хула тивĕçнĕ. Вăл – Ишимбай. Çакă вăл вăрçă çулĕсенчи ăрăва хисеплени пулать. Вĕсем ун чухне паянхи экономика никĕсне хывса хăварнă, пирĕн ялсемпе хуласен сăнне палăртнă», - тенĕ Радий Хабиров стела умĕнчи митингра.
Регион ертÿçи ветерансене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн, йывăр тĕрĕслев витĕр иртсе республикăшăн, çĕршывшăн шанчăклă çынсем пулса юлнишĕн тав тунă.
«Пушкăртстан аталанать. Çак вырăн та темиçе çул каялла пушă уй пек сарăлса выртатчĕ. Паянхи кун вăл хамăр республикăн ĕçри çитĕнÿсен экспозицийĕ пулса тăчĕ. Эпĕ чун-чĕререн Ĕпхÿ хулин управлени командине çак вырăна хăтлă та илемлĕ тума пултарнăшăн, ăна аталантарнăшăн тав тăватăп», - палăртнă регион ертÿçи.
Радий Фаритовичăн шухăшĕпе, çак сăваплă вырăн çамрăк ăру валли кирлĕ. Мĕншĕн тесен çынсем кунта килсе пирĕн заводсемпе предприятисем вуншар çул каялла мĕн туса кăларнине пĕлме пултарĕç.
Юрий СНЕГОПАД.