+15 °С
Облачно


Юман вăйĕ
Раҫҫей - мӑнаҫлӑ та патвар юман.
Ун пӗр турачĕ - манӑн Пушкӑртстан!
Пӗр тымартан сӗткен те вӑй илсе
Ÿсеҫҫӗ Пушкӑртстанпала Раҫҫей!
Пӗрле ,хирӗҫ тӑрса ҫил тӑвӑла,
Пӗр тӗллевпе пӑхаҫҫӗ малалла!
Пӗрле вӗсем! Вуншар ӗмӗр пӗрле!
Пӗрле ҫеҫ ӑнтӑлаҫҫӗ ҫӳлелле!
Юманӑн вӑйӗ – турачӗсенче.
Юманӑн вӑйӗ – тымарӗсенче.
Юманӑн вӑйӗ – туслӑх-пӗрлӗхре!
Ҫапла вӑл пулнӑ, пултӑр ӗмӗре!
Зинаида СУРПАН.
Федоровка тăрăхĕ,
Ашкатар ялĕ.