Министрсен кабинечĕн ертÿçин сăмахĕсем тăрăх, Херсон хулинче тата облаçĕнче пурăнакансене пулăшу парасси малалла пырать. Паянхи кун тĕлне патшалăх пулăшăвĕ ыйтса 92 заявлени тăратнă. Вĕсенчен 50 проценчĕ çурт-йĕр сертификачĕпе çыхăннă.
- Паянхи кун тĕлне çынсен нушисемпе çыхăннă пĕтĕмĕшле хисеп 110 млн тенкĕпе танлашать. Укçа-тенке Территорисене аталантармалли фондăн право компанийĕ уйăрса парать. Хальхи вăхăтра çурт-йĕр туянма 104 млн тенкĕлĕх 31 патшалăх сертификачĕ кăларнă. Çавăн пекех граждансене пĕр хутчен 100 пин тенкĕлĕх тÿлев парассипе 31 ырă йышăну тунă, - тенĕ Андрей Назаров.
Республикăри строительство тата архитектура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Егор Родин пĕлтернĕ тăрăх, заявлени çырнисем тÿлеве Территорисене аталантармалли фонд укçа-тенкĕ уйăрса панă хыççăн илĕç.Çакă 2023 çулхи март уйăхĕн вĕçĕнче пулса иртĕ.