Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
5 Кӑрлач , 12:50

Пушкăртстанра спортсменсене ĕмĕрлĕх пенси тÿлеме тытăннă

Республикăра Раççей команди йышĕнче олимп, паралимп тата сурдлимп вăйисене хутшăнса çĕнтернĕ е призер пулнă спортсменсем ĕмĕрлĕх (пожизненный) пенси илме пуçланă. Çавăн пекех асăннă тÿлев укçипе вĕсен тренерĕсене те тивĕçтереççĕ. Çакăн çинчен регионти спорт министрĕ Руслан Хабибов хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра спортсменсене ĕмĕрлĕх пенси тÿлеме тытăннă
Пушкăртстанра спортсменсене ĕмĕрлĕх пенси тÿлеме тытăннă

Аса илтеретпĕр, тÿлевсем çинчен калакан постановление Пушкăртстан Пуçлăхĕ 2023 çулхи апрель уйăхĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн пĕрремĕш вырăншăн кашни уйăхра  - 30 пин тенкĕ стипенди, иккĕмĕшшĕн – 25 пин тенкĕ, виççĕмĕшшĕн 20 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Тренерсене хăйсен воспитанникĕсене тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма хатĕрленĕшĕн спортсменсен тÿлевĕн 50 процентне параççĕ.

«Ку вăл республика паллă спортсменсене тав туни пулать. Раççейре спортсменсене çакăн пек пулăшу парасси пуçласа пурнăçа кĕнине палăртмалла», - тесе çырнă телеграм-каналта спорт министрĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: