+3 °С
Уҫҫӑнах
Унăн сăмахĕсем тăрăх, хальхи вăхăтра Пушкăртстанра тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли списокра 7982 çын шутланать. Вĕсенчен 5088-не законпа килĕшÿллĕн паянхи кунах хваттер е çурт памалла.
2023 çулта çак категорие кĕрекен 890 çын пурăнмалли вырăнлă пулнă. Вĕсенчен сакăр вуннăшĕ социаллă тÿлев илсе хваттер туяннă. Асăннă тулев виçи 3,2 млн тенкĕпе танлашать.
Пушкăртстанра пурăнмалли çурт-йĕр илес тĕллевпе черетре тăракан тăлăх ачасене пулăшас тесе ятарлă программа йышăннă. Çав программăпа килĕшÿллĕн 2030 çул тĕлне 4950 тăлăха хваттерсемпе тивĕçтерме палăртаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.