«Çемье ипотеки» программа 2019 çултанпа ĕçлет. Çак вăхăт хушшинче Пушкăртстанра 26 690 нумай ачаллă çемье 11,9 млрд тенкĕ кивçен илнĕ (Раççейĕпе - виççĕмĕш, Атăлçи федераллă округра пĕрремĕш пулать). 2024 çулхи июль уйăхĕнче программăн срокĕ тухмалла. Çавăнпа та РФ Президенчĕ Владимир Путин ăна 2030 çулччен тăсма хушнă.
«Çемье ипотеки» программа кăçалхи июльте вĕçленмелле. Эпĕ ăна тĕп никĕс виçисене сыхласа хăварса 2030 çулччен тăсма сĕнетĕп. Ултă çула çитмен ачасемлĕ çемьесене уйрăм тимлĕх уйăрмалла, вĕсем валли çăмăллăхпа усă куракан кредит виçи пулмалла – ултă процент», - тенĕ Владимир Путин уçă çырупа тухнă чухне.
Хушса çакна каламалла, иртнĕ çул Пушкăртстанри 8440 нумай ачаллă çемье 450-шар пин тенкĕ субсиди илнĕ, çак укçана вĕсем ипотека тÿленĕ çĕре янă. Унăн пĕтĕмĕшле виçи 3,8 млрд тенкĕпе танлашать. Çак кăтарту Раççейре – виççĕмĕш, Атăлçи федераллă округра пĕрремĕш шутланать. 2022 çулхипе танлаштарсан регионти нумай ачаллă çемьесен шучĕ 21% ÿснĕ, çавна пулах укçа-тенкĕ уйăрасси те 21,1 % нумайрах.
Юрий СНЕГОПАД.