Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
25 Мартӑн , 17:25

Ял-саласенче ĕçлекен 30 культура ĕçченне 1-шер миллион тенкĕпе тивĕçтерĕç

Пушкăртстан Республикинчи кульутра учрежденийĕсен ĕçченĕсене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен калакан хушăва Радий Хабиров алă пуснă, ăна март уйăхĕн 25-мĕшĕнче право информацийĕн официаллă порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Ял-саласенче ĕçлекен 30 культура ĕçченне 1-шер миллион тенкĕпе тивĕçтерĕç
Ял-саласенче ĕçлекен 30 культура ĕçченне 1-шер миллион тенкĕпе тивĕçтерĕç

2024 çул пуçламăшĕнчен патшалăх тата муницпаллă культура, культура шайĕнчи хушма вĕрентÿ учрежденийĕсен (ача-пăча ÿнер шкулĕсен, ача-пăча юрă-кĕвĕ шкулĕсен, ача-пăча хореографи шкулĕсен) педагогика ĕçченĕсене (30 специалиста) çулсерен патшалăх пулăшăвĕ парĕç. Ăна илес тесен специалистăн професси пĕлĕвĕ пулмалла, 2021 çултан пуçласа ял-саласенче е 50 пин çынран ытла мар пурăнакан хуласенче ĕçлемелле. Пĕр хутчен паракан тÿлев 1 млн тенкĕпе танлашать.

ПР Правительствине указа пурнăçа кĕртессипе çыхăннă тăкаксене саплаштармалли çăлкуçсене палăртма хушнă. Вăтăр кун хушшинче тÿлевĕн йĕркипе условийĕсене çирĕплетмелле.

Пушкăртстанра малашне «Земство культура ĕçченĕ» программа çĕнĕ форматпа пурнăçа кĕре пуçлĕ. Раççей президенчĕ хăйĕн уçă çырăвĕнче «Земство культура ĕçченĕ» федераллă программа хута яни çинчен пĕлтернĕччĕ.

 - Пирĕн патра асăннă программа 2021 çултанпа ĕçлет, икĕ енлĕ пулăшу парсан питĕ лайăх пулать. Эпир республика программине пăрахăçа кăлармăпăр. Регионти ял-саласенче 10 пин ытла культура ĕçченĕ ĕçлет – çакă пысăк çар, вăл республикăра пурăнакансене питĕ кирлĕ», - палăртнă Радий Хабиров.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: