Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
5 Апрелӗн , 09:30

Вăрçă ачисене паракан тÿлев виçи ÿсĕ

Пушкăртстанра вăрçă ачисене пĕр хутчен паракан тÿлевĕн виçине ÿстерме палăртаççĕ. Çакна çитес çул, çĕршыв Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулне паллă тунă чух, пурнăçа кĕртĕç. Кирлĕ укçана бюджетра палăртĕç тесе пĕлтернĕ ПР премьер-министрĕ Андрей Назаров.

Вăрçă ачисене паракан тÿлев виçи ÿсĕ
Вăрçă ачисене паракан тÿлев виçи ÿсĕ

Правительство пуçлăхĕ палăртнă тарăх, унччен маларах пĕр хутчен паракан тÿлев 1 пин тенкĕпе танлашнă. Инфляцине шута илсен, çак хисеп хăйĕн пĕлтерĕшне çухатнă.

  - Вăрçă ачисем çитес çулта укçа-тенкĕ енчен те юбилейлă çĕнтерÿ çулĕ пулнине туйса илмелле. Правительство çак енĕпе ытларах ĕçлет, - тенĕ Андрей Назаров.

Вăрçă ачисем çинчен калакан республика законне 2021 çулта йышăннă. Çав çулах асăннă категорине кĕрекен граждансене пĕр хутчен паракан тÿлевпе тивĕçтерме  пĕтĕмĕшле 177 млн тенкĕ уйăрнă, 2022 çулта 153 млн тенкĕ. Вăрçă ачисене пулăшу парассине ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров пысăк тимлĕх уйăрнă. Вăл укçа-тенкĕ пулăшăвĕн виçи бюджет ÿснинчен килнине те ăнлантарса панă.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: