Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ача çуралсан пĕр хутчен парăнакан тÿлев 28,3 пин тенкĕпе танлашнă

Пушкăртстанра 2024 çулта ача çуралсан пĕр хутчен парăнакан тÿлев район коэффициентне шута илсе 28,3 пин тенкĕпе танлашнă. Раççейри Социаллă фондăн республикăри уйрăмĕн пресс-службин информацийĕпе килĕшÿллĕн çулталăк пуçламăшĕнчен асăннă тÿлеве ĕçлекен 6 пин ашшĕ-амăшĕ илнĕ. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме 167 миллион тенкĕ уйăрнă.

Ача çуралсан пĕр хутчен парăнакан тÿлев 28,3 пин тенкĕпе танлашнă
Ача çуралсан пĕр хутчен парăнакан тÿлев 28,3 пин тенкĕпе танлашнă

Асăннă тÿлеве илес тесен ĕçлекен граждансен  заявлени çырма кирлĕ мар. ЗАГС реестрĕнчен ача çуралнине çирĕплетекен кăтарту килсен  Раççейри Социаллă фондăн республикăри уйрăмĕ автомат мелĕпе ашшĕ-амăшĕ ĕçлекен вырăна тÿлевпе тивĕçтермелли кăтартусене улшăнусем кĕртме ыйтса çырса ярать. Икĕ тата ытларах пепке çуралсан кашни ачашăн укçа параççĕ.

Асăннă тÿлеве ĕçлемен ашшĕ-амăшĕсем те, усрава илекенсем те тивĕçеççĕ.  Раççей гражданствине илнĕ çынсем, çавăн пекех çĕршывра пĕрмай пурăнакан ют çĕршыв гражданĕсем те тÿлеве илме пултараççĕ. Çемье тупăшне шута илмеççĕ.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: