+3 °С
Уҫҫӑнах
Пушкăртстан парламентĕнче закон проекчĕ сывлăх енчен тулли пурнăçпа пурăнайман тăлăх ачасене социаллă хÿтлĕх парас тĕллевпе çыхăннă тесе пĕлтернĕ.
Кунта сусăр тăлăх ачасене республика бюджечĕ шучĕпе пĕр хутчен рабочи тата служащи пĕлĕвĕ илме май туса парасси пирки сăмах пырать. Асăннă закон проекчĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿ тапхăрĕнче вĕрентÿ хатĕрĕсемпе литература туянма уйăхсерен паракан тÿлевпе те тивĕçтерĕç.
Тÿлевĕн виçипе йĕркине Пушкăртстан правительстви çирĕплетĕ.