Патшалăх пулăшăвĕ
11 Июля 2024, 12:45

Çемье ипотекине 2030 çулччен тăснă

Çĕнĕ стройкăра хваттер туянма е харпăр çурт хăпартма 6 процент ставкăпа паракан çемье ипотекине 2030 çулччен тăснă тесе пĕлтернĕ Раççейри Финанс министерствинче.

Çемье ипотекине 2030 çулччен тăснăÇемье ипотекине 2030 çулччен тăснă
Çемье ипотекине 2030 çулччен тăснă

Программа ачаллă çемьесене пырса тивет, 6 çулчченхи пĕр ача пулсан та. Инçетри Хĕвелтухăçĕнче пурăнакансем те асăннă программăпа усă курма пултараççĕ.

Мускавра тата Мускав облаçĕнче, Санкт-Петербург хулинче тата Ленинград облаçĕнче пурăнакансемшĕн кредит хисепĕ 12 млн тенкĕ çитиччен. Ытти регионсемшĕн – 6 млн тенкĕ çитиччен. Малтанхи тÿлев 20% танлашать.

Ача çуралсан маларах илнĕ кредита тепĕр хут шутлама пулать.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас