- Çакăн пек пысăк кăтарту социаллă контракт ахаль адрес пулăшăвĕ кăна мар, пулăшу ĕçĕсен тата сервиссен комплексĕ пулнине çирĕплетет, - тенĕ Ленара Иванова. — Социаллă контракта тухăçлă пурнăçлас тесен тупăш туса илмелли тĕплĕ план тумалла тата усламçă ĕçĕ-хĕлĕн никĕсне вĕренмелле.
Министр тĕслĕхсем те илсе кăтартнă. Пелепей хулинчи нумай ача амăшĕ Светлана Андреева хăйĕн пурнăçне çемьепе килти хуçалăха халаллама шут тытнă, социаллă контракт никĕсĕ çинче адреслă социаллă пулăшу илме килĕшÿ тунӑ. Халӗ Андреевсен çемйи кайăк- кĕшĕк йышне ÿстерет – çăмартасене килсе туянакансем çителĕклех.
Баймак районĕнчи тата тепӗр нумай ачаллă çемье Владиславпа Фируза Марковсем те патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăйсен ĕçне уçнă - кăмпа фермине хута янă.