Президент пуçарăвĕпе 10 ачаран кая мар воспитани паракан хĕрарăмсене «Ача амăшĕ-героиня» ята чыслаççĕ. Унпа пĕрле çемьесене пĕр хутчен 1 млн тенкĕ уйăраççĕ.
Çичĕ тата ытла ача ашшĕ-амăшне «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орденпа наградăлаççĕ. Вĕсем 500 пин тенкĕ илме тивĕç. Тăватă ача ытла çитĕнтерекенсене асăннă орденăн медальне тата 200 пин тенкĕ тÿлеме палăртнă.
Нумай ачаллă çемьесем Раççейре йышлансах пыраççĕ. Çавăнпа правительство хушма укçа-тенкĕ уйăрасси çинчен йышăну тунă.
2024 çулта «Ача амăшĕ-героиня» ята тивĕçнĕ 30 анне тата «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» ордена илнĕ 100 ытла ашшĕ-амăшĕ асăннă тÿлеве илнĕ.
- Патшалăх пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, нумай ачаллă çемье обществăн норми, философийĕ, кăмăлăр пулсан, пĕтĕм патшалăх стратегийĕн ориентирĕ пулмалла. Вĕсене малалла та пулăшмалла, мĕн кирлине пурне те тумалла», - тенĕ РФ правительствин ларăвĕнче Михаил Мишустин премьер-министр.
1998 çултанпа Пушкăртстанра пилĕк тата ытла ача пăхса ÿстерекен хĕрарăмсене «Ача амăш мухтавĕ» медальпе наградăлаççĕ. 2020 çултанпа обществăшăн тивĕçлĕ ачасем çитĕнтерекен арçынсене «Ашшĕн хастарлăхĕ» медаль параççĕ.