Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
13 Августӑн , 14:30

«Красноусольск» санаторинче 100 ытла паттăр сывлăхне çирĕплетнĕ

Пушкăртстанри чылай предприятипе организаци тата учреждени ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу парас ĕçе хутшăнаççĕ. Пушкăрт подразделенийĕсене тата çар çыннисене 2,5 çул хушшинче пысăк калăпăшпа апат-çимĕç, тумтир, эмел, инструментпа строительство материалĕ, кустăрмаллă çăмăл тата йывăр техника, çарта усă куракан ятарлă оборудовани ăсатнă.  

«Красноусольск» санаторинче 100 ытла паттăр сывлăхне çирĕплетнĕ
«Красноусольск» санаторинче 100 ытла паттăр сывлăхне çирĕплетнĕ

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров кăçалхи апрель уйăхĕнче РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă чухне республикăра ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вĕсен çемйисем валли 40 ытла пулăшу мери ĕçленине пĕлтернĕ. Регион ертÿçин сăмахĕсем тăрăх, икĕ çул хушшинче вĕсене пурнăçа кĕртме çичĕ миллиард ытла тенкĕ тăкакланă.

Пулăшу мерисен шутĕнче çар çыннисене пырса тивекен санаторипе курорт сиплевĕ те пур. 2024 çулта  суранланнă çар çыннисене республикăра сипленме тата реабилитаци иртме 100 млн тенкĕ уйăрнă. Паттăрсене тата вĕсен тăванĕсене 15 санатори йышăнать.

Сăмахран, Гафури районĕнче вырнаçнă «Красноусольск» санатори ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли сипленмелли тата реабилитаци иртмелли анлă спектр хатĕрленĕ. Диагностика программипе килĕшÿллĕн анализсем памалла тата электрокардиографи иртмелле пулĕ. Сиплев программи терапевтпа невролог пăхса тухнинчен, аппаратлă физио- тата фитотераписенчен, сиплев физкультурипе ишевĕнчен, пылчăкпа минераллă шыв сиплевĕнчен тăрать. Унсăр пуçне санатори штатне психолог та йышăннă. Пĕтĕмĕшле «Красноусольскинче» 103 ятарлă çар операцине хутшăннă салтак-офицер тата вĕсен 414 çывăх çынни каннă, сипленнĕ.    

 

«Красноусольск» санаторинче 100 ытла паттăр сывлăхне çирĕплетнĕ
«Красноусольск» санаторинче 100 ытла паттăр сывлăхне çирĕплетнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: