Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
16 Августӑн , 15:00

Ятарлă çар операцине хутшăнаканăн çемйи çурт-йĕр сертификатне илме тивĕçнĕ

Бурзян районĕнчи Абдулмамбетово ялĕнче пуранакан Карамышевсен çемйи «Ял территорисене комплекслă аталантарасси» федераллă тĕллевлĕ программа шайĕнче çурт хăпартма е туянма май паракан социаллă тÿлеве çирĕплетекен свидетельствăна илнĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăнаканăн çемйи çурт-йĕр сертификатне илме тивĕçнĕ
Ятарлă çар операцине хутшăнаканăн çемйи çурт-йĕр сертификатне илме тивĕçнĕ

Район администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Карамышевсен çемйи 2019 çултанпа çурт-йĕр условийĕсене  лайăхлатмалли черетре тăнă.

2023 çулта Пушкăртстан правительстви регионта пурăнакан нумай ачаллă çемьесен уйрăм категорине çурт-йĕр туянма социаллă тÿлев илме право паракан çурт-йĕр сертификачĕсемпе тивĕçтересси çинчен калакан йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Çак йышăнăва правительствăн премьер-министрĕ Андрей Назаров алă пуснă. Нумай ачаллă çемьесен ятарлă çар операцине хутшăнакан тата мобилизаци йĕркипе çар тивĕçне пурнăçлакан  пайташĕсем çурт-йĕр сертификатне илме тивĕçеççĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: