Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
12 Сентябрӗн , 11:25

Çынсен ырă пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме 660 млн тенкĕ уйăрнă

Пушкăртстанра Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна (ППМИ) пурнăçа кĕртме бюджетран 660 млн тенкĕ уйăрнă. Çапла майпа 661 проект укçа-тенкĕ илме тивĕçнĕ. Конкурса хутшăнма пĕтĕмĕшле 984 заявка тăратнă пулнă. Кăтартусемпе Радий Хабиров хăйĕн телеграм-каналĕнче паллаштарнă.

Çынсен ырă пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме 660 млн тенкĕ уйăрнă
Çынсен ырă пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме 660 млн тенкĕ уйăрнă

Асăннă программа 10 çул хушши ĕçлет. Çак вăхăт хушшинче 5,5 пин проекта укçа-тенкĕ енчен пулăшу панă. Çав шутра – шкулсемпе ача сачĕсем валли çĕнĕ оборудованисем туянасси, çулсене юсасси, территорисене хăтлăх кĕртесси тата ытти те. Субсидисен пĕтĕмĕшле хисепĕ 3 млрд тенкĕпе танлашнă.

Çитес уйăхсенче программăн çĕнĕ циклĕ вăй илĕ. Ноябрь уйăхĕнче пуçару ушкăнĕсем валли, 2025 çулта  Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна хутшăнма кăмăл тăвакансемшĕн, вĕрентÿ курсĕсем пуçланĕç.

2023 çулта ППМИ проекчĕсене суйласа илессипе çыхăннă конкурс çĕнĕ форматпа иртнĕ. Тĕп улшăну республика хыснинчен проектсене пурнăçа кĕртме 200 пин тенкĕ ытларах нухрат уйăрнипе çыхăннă. Çапла майпа малтанхи пĕр миллион тенкĕ вырăнне 1,2 млн тенкĕ пама йышăннă. Çав вăхăтрах çынсем хывакан укçа-тенкĕн чикки чакнă. Хула çыннисем субсиди хисепĕнчен 4% хывмалла, вырăнти администраци – 15 процентран пуçласа. Ял-саласенче пурăнакансенчен 2% пухаççĕ, администрацинчен – 5% кая  мар.        

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: