Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
1 Октябрӗн , 15:30

Пушкăртстанра пĕр ĕмĕр хыçа хăварнă сумлă ватăсен шучĕ паллă

Пушкăртстанра Ваттисен кунне пĕр ĕмĕр чикки урлă каçнă сумлă ватăсен шутне пĕлтернĕ. РФ Социаллă фондăн республикăри уйрăмĕн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн  паянхи кун регионта 100 çултан аслăрах 203 вăрăм ĕмĕрлĕ çын тÿлевсем илеççĕ.

Пушкăртстанра пĕр ĕмĕр хыçа хăварнă сумлă ватăсен шучĕ паллă
Пушкăртстанра пĕр ĕмĕр хыçа хăварнă сумлă ватăсен шучĕ паллă

 - Раççейĕн Социаллă фончĕн Пушкăртстан Республикинчи уйрăмĕ регионта пурăнакан 1 миллион та 134 пин пенсионера патшалăх пулăшăвĕ парать. Вĕсенчен 203-шĕ пĕр ĕмĕр хыçа хăварни уйрăмах савăнтарать. Патшалăх пулăшăвне тивĕçнисенчен чи асли 110 çулта, - каласа панă республикăри уйрăмăн ертÿçи Фаниль Вахитов.

РФ Социаллă фондăн республикăри уйрăмĕ ватă граждансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ патшалăх институчĕсенчен пĕри пулса тăрать, вĕсене тĕрлĕ йышши пенси тата социаллă тÿлевсемпе тивĕçтерет. Асăннă фонд уйрăмĕ пенси укçи панисĕр пуçне аслă ÿсĕмри граждансене социаллă тÿлевсем евĕр патшалăх пулăшăвĕсемпе те пулăшать. Пулăшу мерисемпеТăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе ветерансем, сусăр çынсем, вăрçă тата ĕç паттăрĕсем, вĕсен çемйисем усă курма пултараççĕ.  

Республикăра пурăнакан пенсионерсем 80 çул тултарсан пысăк пенси илме  тивĕçеççĕ. Ватлăх çулĕсем тĕлĕшпе страхлав пенси çумне парăнакан çирĕплетнĕ тÿлев (паянхи кун унăн виçи 8 134, 88 тенкĕ) икĕ хут ÿсет. Сакăр вунă çул тултарсан вăл 16 269,76 тенкĕпе танлашать. Çав хушăрах пенсие тепĕр хут шутлаттарма Пушкăртстан Республикинчи Социаллă фонд уйрăмĕн клиент службине килме кирлĕ мар, вăл хăй тĕллĕнех шутланать.

РФ президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 80 çула çитнĕ çынсене пăхакан, ĕçлемен, анчах ĕçлеме пултаракан граждансене уйăхсерен 1 380 тенкĕлĕх компенсаци тÿлеççĕ.

Çитес çултан I ушкăнри инвалидсене тата 80 çултан аслăрах граждансене пăхакансене  парăнакан компенсаци тÿлевĕн йĕркине улшăнусем кĕртĕç. 2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Пушкăртстанри Социаллă фонд уйрăмĕ асăннă граждансене пенси çумне 1 380 тенкĕ (Урал коэффициентне шута илсен вăл пысăкрах пулать) хушса парĕ. Хушма тÿлеве ҫулсерен пенсипе пĕрле индексацилĕç.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: