Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
6 Кӑрлач , 10:20

Çар çыннисен ачисем валли ятарлă тÿлев çирĕплетнĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин тыткăна лекнĕ тата хыпарсăр çухалнă çар çыннисен ачисене уйăхсерен социаллă пулăшу памалли тÿлев çирĕплетесси çинчен калакан ятарлă указа алă пуснă. Асăннă документа иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче право акчĕсен официаллă интернет-порталĕнче пичетленĕ.

Çар çыннисен ачисем валли ятарлă тÿлев çирĕплетнĕ
Çар çыннисен ачисем валли ятарлă тÿлев çирĕплетнĕ

Çакă Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен (çав шутра ятарлă çар операцине хутшăнакансем те кĕреççĕ) çемйисене укçа-тенкĕпе пулăшас ĕçре пĕлтерĕшлĕ утăм пулнине палăртмалла.

Указпа килĕшÿллĕн, укçа-тенкĕ тÿлевĕпе кашни ачана, ашшĕ-амăшĕсен тупăшĕ мĕн чухлĕ пулнине шута илмесĕр, тивĕçтерĕç. Çемье ытти социаллă пособисем илнĕ чухне те çак укçана шута илмеççĕ.

Тÿлев виçи кашни регионта ачасен пурăнмалли минимумне мĕн чухлĕ çирĕплетнĕ, çавăн чухлех пулĕ.

Указ вăя кĕнине палăртса хăвармалла.

Юрий СНЕГОПАД.

Çар çыннисен ачисем валли ятарлă тÿлев çирĕплетнĕ
Çар çыннисен ачисем валли ятарлă тÿлев çирĕплетнĕ
Çар çыннисен ачисем валли ятарлă тÿлев çирĕплетнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: