Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
23 Кӑрлач , 18:10

Раççейре студентсене паракан декрет пособине вунă хут е ытларах ÿстерме сĕнĕ

Çак пуçарупа РФ Ĕç министерстви тухнă. Пособи виçине 74, 9 пин тенкĕрен 235, 4 пин тенке çитерме палăртаççĕ. Кунта çын хăш регионта пурăннине тата чи пĕчĕк ĕç укçи (МРОТ) мĕн чухлĕ пулнине шута илĕç. Малтанхи пек стипенди виçине шута илмĕç.

Раççейре студентсене паракан декрет пособине вунă хут е ытларах ÿстерме сĕнĕ
Раççейре студентсене паракан декрет пособине вунă хут е ытларах ÿстерме сĕнĕ

Закон проектне РФ Патшалăх Думине çуркуннехи сессинче çитерме палăртаççĕ.

Маларах Раççей Ĕç министерстви ача çуратнă хыççăн пепкене пăхнă чухнехи отпуск вăхăтне страхлав стажне кĕртмелли çинчен закон проектне хатĕрленине пĕлтернĕччĕ. Халĕ ăна общество шайĕнче сÿтсе яваççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: