Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
7 Нарӑсӑн , 11:25

Раççейĕн хисеплĕ донорĕсене 18 пин тенкĕ тÿлĕç

Пушкăртстанра «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» ята тивĕçнĕ 11,2 пин ытла çын пурăнать, вĕсене кашнине 18 пин тенкĕ тÿлĕç. Çакăн пирки ПР Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан ведомствăн ертÿçи Ленара Иванова пĕлтернĕ.

Раççейĕн хисеплĕ донорĕсене 18 пин тенкĕ тÿлĕç
Раççейĕн хисеплĕ донорĕсене 18 пин тенкĕ тÿлĕç

Вăл каланă тăрăх, çулсерен паракан тÿлеве «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» тата «СССР хисеплĕ донорĕ» ятсене тивĕçнĕ çынсем илме пултараççĕ. Укçа-тенке кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕччен куçарĕç.

Ленара Иванова каласа панинчен çакă паллă: Раççейри хисеплĕ донорсенчен пĕри - Халăха социаллă пулăшу паракан республика центрĕн Нефтекамск хулинчи уйрăмĕн ĕçченĕ Гульнара Сабурова. Хĕрарăм 10 çул ытла юн плазмине парать, çапла майпа ытти çынсен пурнăçне çăлса хăварать. Унăн профессийĕ те çынсене пулăшу парассипе çыхăннă  — тÿлевсемпе çăмăллăхсем çырса хатĕрлет, пурнăçри йывăр лару-тăрура пулăшать. Унсăр пуçне ырă кăмăллă ĕçчен хăйĕн тĕслĕхĕпе ĕçтешĕсене те юн пама хавхалантарнă. Вăл донорлăх хисеп кăна мар, организмшăн усăллă та пулнине çирĕплетсе панă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: