Республикăра çын пуçне пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси 30 тăваткал метрпа танлашнă. Раççейри вăтам кăтарту – 29,5 тăваткал метр.
Патшалăх пулăшăвне çăмăллăхсем илекен категорие кĕрекен 7 326 çын илнĕ. Çак тĕллевсем валли иртнĕ çул бюджетран 3,8 млрд тенкĕ уйăрнă.
«Тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерес плана 35 процент ытларах пурнăçланă, 1029 çамрăка хваттер уççи панă», - палăртнă Пушкăртстанри Строительствăпа архитектура министерствинче.
Иртнĕ çул Пушкăртстанра 3,348 млн тăваткал метр пурăнмалли вырăн хута янă. Çак енĕпе Ĕпхÿ хулипе районĕ, Иглин районĕ, Çтерлĕпе Октябрьский хулисем мала тухнă.
Ултă çул хушшинче хута янă пурăнмалли вырăн 1 млн тăваткал метра ÿснĕ. Çак ыйтупа Пушкăртстан Раççей Федерацинче çиччĕмĕш, Атăлçи федераллă округра иккĕмĕш вырăн йышăнать.