-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Списока «Дом.рф» çурт-йĕр сферинчи çăмăллăхлă федераллă программăсен операторĕ пичетлесе кăларнă. Унта пурĕ 901 хула кĕнĕ.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх, асăннă çемье ипотеки нумай хваттерлĕ икĕ çĕнĕ çуртран ытла мар хăпартакан (çулталăк хушшинче) хуласенче çеç ĕçленĕ. Туянмалли условисем çирĕп пулнă.
Харпăрлăхри хваттере ипотека программипе килĕшÿллĕн 6 çула çитичченхи ача çитĕнтерекен çемьесем туянма пултараççĕ. Хваттер 20 çултан аслăрах мар çуртра вырнаçмалла, вăл авариллĕ çуртсен списокĕнче пулмалла мар.