Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
4 Апрелӗн 2025, 14:15

Нумай ачаллă атте-аннене ĕçе вырнаçма пулăшĕç

Пушкăртстанри Патшалăх Пухăвĕ нумай ачаллă çемьене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен калакан республика законĕн 10-мĕш статйине улшăнусем кĕртессипе çыхăннă закон проектне пăхса тухĕ.

Нумай ачаллă атте-аннене ĕçе вырнаçма пулăшĕç
Нумай ачаллă атте-аннене ĕçе вырнаçма пулăшĕç

Республика Курултайĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çул çитмен тата сусăр ачасем çитĕнтерекен нумай ачаллă атте-аннене пулăшу парĕç.

ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн закон проекчĕ асăннă ушкăна кĕрекен халăхăн социаллă хÿтлĕх шайне ÿстерме пулăшĕ. Сăмахран, вĕсене, пĕр-пĕр ĕç шыранă май йывăрлăхсемпе тĕл пулнă чух, чăн малтан вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме сĕнеççĕ. Закон проектне апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕрремĕш вулавра пăхса тухма палăртнă.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас