Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
16 Майӑн 2025, 16:00

133 çамрăк ăсчах пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă

Пушкăртстанра çамрăк ăсчахсене пулăшу парас тĕллевпе 2022 çултан пуçласа çулсерен республика бюджетĕнчен 200 млн тенкĕ уйăраççĕ. 133 çамрăк ăсчах асăннă нухратпа усă курса пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, 500-шĕ Раççейĕн тата чикĕ леш енчи чи лайăх аслă шкулсенче стажировка иртнĕ.

133 çамрăк ăсчах пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă
133 çамрăк ăсчах пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă

Кашни икĕ çултан республикăра наукăпа техника шайĕнче тăрăшакансене виçĕ хутчен çамрăксен патшалăх премине параççĕ. Премисен виçи 500-шер пин тенкĕпе танлашать. Пушкăртстан Пуçлăхĕ «Çулталăк çамрăк ăсчахĕ» çулсерен паракан çичĕ преми çирĕплетнĕ. Техника тата гуманитари наукисен шайĕнче пысăк çитĕнÿсем тунисене 150-шар пин тенкĕпе тивĕçтерĕç. Çакă республикăра ĕçлекен çамрăк ăсчахсене пулăшу памалли пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм пулса тăрать.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас