Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
19 Майӑн 2025, 13:00

Пилĕк çĕр сад (пахча) коммерци шутне кĕмен юлташлăха укçа-тенкĕ пулăшăвĕ панă

Май уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пушкăртстанра пуçласа Пахчаçăсен кунне паллă тунă. ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ăна кашни çул май уйăхĕнчи виççĕмĕш шăмат кун уявлĕç.

Пилĕк çĕр сад (пахча) коммерци шутне кĕмен  юлташлăха укçа-тенкĕ пулăшăвĕ панă
Пилĕк çĕр сад (пахча) коммерци шутне кĕмен юлташлăха укçа-тенкĕ пулăшăвĕ панă

 - Тăватă çул каялла сад (пахча) коммерци шутне кĕмен  юлташлăхсене патшалăх шайĕнче пулăшу пама йышăну турăмăр. Çак вăхăт хушшинче Пушкăртстанри пилĕк çĕр сад (пахча) коммерци шутне кĕмен  юлташлăха укçа-тенкĕ пулăшăвĕ панă. Ик çĕр ытла юлташлăхра пĕтĕмĕшле 84,14 çухрăм çула юсанă, 275-че – шалти инфраструктурăна лайăхлатнă.

Пахчаçăсем çĕнĕ уява ĕçлесе – мĕнпур республикипе сад (пахча) коммерци шутне кĕмен  юлташлăхсенче субботниксем иртнĕ - паллă туни вырăнлă тесе шутлатăп. Асăннă уявпа тачă çыхăнура тăракансене саламлатăп, пуян тухăç сунатăп, - тесе каланă Радий Хабиров хăйĕн салам сăмахĕнче.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас