Зианчура районĕнчи лесниксем вăрманта патруль ĕçне йĕркелеме çĕнĕ техника илнĕ. Çакăн пирки район администраци пуçлăхĕ Дамин Юланов пĕлтернĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, халь çитме йывăр вырăнсене специалистсем хăвăртрах ура ярса пусма тата закона пăсакансене çийĕнчех тытса чарма май пулĕ. Апла пулсан ешĕл вăрмана сыхласси те кирлĕ шайра пурнăçланĕ.
Сăмах май, маларах Нуриман районĕнчи вăрманçăсем хăйсен шучĕпе ятарлă çар операцине ăсатма автомобиль туяннă. СВОра вĕсен ĕçтешĕсем хĕсметре тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри - Давлеканово çынни, Шаймуратов ячĕллĕ батальонти «Егерь» хушма ятлă сунарçă-инспектор. Вăл минометчик пулса тăшмана хирĕç çапăçать.
Çавăн пекех Пушкăртстан вăрман хуçалăх министрĕ Марат Шарафутдинов нумаях пулмасть СВО салтакне çар хатĕрĕсем - «Булат» дронĕсен детекторне - панă.
Юрий СНЕГОПАД.