Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
23 Июлӗн 2025, 11:00

Пушкăртстан Пуçлăхĕ ятарлă çар операцин ветеранĕсене автомобиль уççисене панă

Ĕнер, июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Чишма районĕнчи Максим Серафимов Раççей Геройĕ ячĕллĕ «Патриот» çарпа патриот паркĕнче СВО ветеранĕсене Эмиль Еникеевпа Виталий Михайлова алăпа çÿретмелли автомобильсен уççисене панă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ ятарлă çар операцин ветеранĕсене автомобиль уççисене панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ ятарлă çар операцин ветеранĕсене автомобиль уççисене панă

Аса илтеретпĕр, «Защитники Отечества» ятарлă çар операцине хутшăнакансене патшалăх пулăшăвĕ паракан фонд вăрçă хирĕнче йывăр аманнă салтак-ветерансене алăпа çÿретмелли автомобильсемпе тивĕçтерет. Ку вăл хăйне евĕр техника реабилитацийĕ шутланать.

Еникеев Эмиль Вадимович – ятарлă çар операцин ветеранĕ, рядовой, артиллерист тата штурмовик пулнă, аманнă хыççăн 1-мĕш  ушкăн инваличĕ пулса тăнă, икĕ урисĕр юлнă. Вăл Ĕпхÿ хулинче пурăнать. Пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнче музыка уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ. «Защитники Отечества» патшалăх фончĕ йĕркелекен спорт ăмăртăвĕсене хутшăнать. Ăна пĕçĕ тата чĕркуççи протезĕсемпе тивĕçтернĕ, çывăх вăхăтра адаптивлă  тумтир уйăрса памалла. Паттăра иккĕмĕш степеньлĕ «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă. Хальхи вăхăтра Эмиль Вадимович юрă-кĕвĕпе кăсăкланать, «Ювинталь» коллектива ертсе пырать, пĕтĕм Раççейри конкурссене хутшăнать.

Михайлов Виталий Владимирович – ятарлă çар операцин ветеранĕ, хăй ирĕкĕпе фронта кайнă, ефрейтор. Аманнă хыççăн вăл та икĕ урасăр тăрса юлнă, 1-мĕш ушкăн инваличĕ. Чăваш арĕ Мияки районĕнчи Кекен ялĕнче мăшăрĕпе пурăнать, тăватă ача çитĕнтереççĕ. Патшалăх фончĕ ăна тата унăн çемйине адаптаци иртмелли кил-çуртпа, тĕрле функциллĕ кресло-кÿмепе, протезсемпе тивĕçтернĕ. Фондăн патриотизм енĕпе иртекен мероприятисене хутшăнать. Хальхи вăхăтра Мияки тата Çтелĕпуç районĕсен çар комиссариатĕнче ĕçлет. Виталий Владимировича «Паттăрлăхшăн», генерал Шаймуратов  медальсем тата «Хăюлăхшăн» орден парса чысланă.

Республика пуçлăхĕ ветерансене хăюллăхпа хастарлăхшăн, хăйсене шеллеменшĕн тав тунă.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ ятарлă çар операцин ветеранĕсене автомобиль уççисене панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ ятарлă çар операцин ветеранĕсене автомобиль уççисене панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ ятарлă çар операцин ветеранĕсене автомобиль уççисене панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ ятарлă çар операцин ветеранĕсене автомобиль уççисене панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ ятарлă çар операцин ветеранĕсене автомобиль уççисене панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ ятарлă çар операцин ветеранĕсене автомобиль уççисене панă
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас