-13 °С
Пӗлӗтлӗ
2025 çулта 128 сад-пахча коммерци шутне кĕмен юлташлăха 168 млн тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Асăннă нухратпа шалти инфраструктурăна аталантарĕç, çулсене юсĕç тата çутăпа тивĕçтерĕç.
- Кăçалтан пуçласа патшалăх пулăшăвне электронлă майпа çеç илме пулĕ. Çакă субсидисемпе грантсем илме заявкăсем памалли йĕркене çăмăллатать, укçа-тенкĕ уйăрассипе çыхăннă ĕçĕн тухăçне ÿстерет, - ăнлантарса панă Ильшат Фазрахманов.