Урал сасси
-2 °С
Ясно
Патшалăх пулăшăвĕ
7 Октября 2025, 04:00

Шкул ачисене ятарлă стипенди тÿлĕç

Кăçалтан пуçласа Çтерлĕ хулинчи шкул ачисене стипендипе тивĕçтерме палăртараççĕ. Çак тÿлеве ÿнер тата музыка шкулĕсенчи пултаруллă вĕренекенсем илме пултараççĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Шкул ачисене ятарлă стипенди тÿлĕçШкул ачисене ятарлă стипенди тÿлĕç
Шкул ачисене ятарлă стипенди тÿлĕç

Хулара хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекенсем валли «Çамрăк пултарулăх» («Юное дарование») стипенди çирĕплетнĕ. Унăн виçи уйăхсерен 4500 тенкĕпе танлашать. Ăна 2025 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 31-мĕшĕччен пултаруллă ачасене тÿлĕç. Çакăн çинчен калакан йышăнăва хула мэрĕ Эмиль Шаймарданов алă пусса çирĕплетнĕ.

2025-2026 вĕренÿ çулĕнче стипеди илме тивĕçнисен шутĕнче Наталья Маннапова, Лев Духнин, Самира Кутузова çамрăк музыкантсем тата Фиона Титова хайлавçă пулнине пĕлтернĕ. Вĕсем пурте пултарулăх анинче çитĕнÿсем тунă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов