Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
26 Ноябрӗн 2025, 12:00

Нумай ачаллă çемьесенчи тата тăлăх ачасем валли Çĕнĕ çул парнисем туянĕç

ПР çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх парассипе ĕçлекен министр Ленара Иванова пĕлтернĕ тăрăх, çывăх вăхăтра нумай ачаллă çемьесенчи тата тăлăх ачасем валли Çĕнĕ çул парнисем туянĕç.

Нумай ачаллă çемьесенчи тата тăлăх ачасем валли Çĕнĕ çул парнисем туянĕç
Нумай ачаллă çемьесенчи тата тăлăх ачасем валли Çĕнĕ çул парнисем туянĕç

Кунта пилĕк тата ытла ачаллă çемьере çитĕнекен 14 çулчченхи ачасене Çĕнĕ çул парнисемпе тивĕçтересси пирки сăмах пырать. 2025 çулта пылак парнесене 20 пине яхăн ача илĕç. Парнесене салатассине «Çемье» халăха социаллă пулăшу паракан центр тата социаллă пулăшу учрежденийĕсен ĕçченĕсем декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕ хыççăн пурнăçлĕç. Опекăна тата усрава илнĕ тăлăх ачасене те парнесем кĕтеççĕ.

Унсăр пуçне  Çĕнĕ çул парнисене ДХР, ЛХР, Херсонпа Запорожье облаçĕсенчен, Украинăн уйрăм территорийĕнчен килнĕ, халĕ вăхăтлăх пурăнмалли вырăнта кун кунлакан ачасем валли Çĕнĕ çул кучченеçĕсем илсе çитерĕç.   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас