2026 çултан пуçласа агропромышленность комплексĕн предприятийĕсене кадрсем хатĕрлекен колледжсем хăйсене аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ илме пултарĕç. Çакăн çинчен калакан йышăнăва çĕршыв правительствин председателĕ Михаил Мишустин алă пуснă.
Грант виçи аталану проекчĕн хакĕн 90 проценчĕпе танлашать. Çав вăхăтрах агроколледж юлнă 10% ĕçпе тивĕçтерекен шучĕпе саплаштарма пултарать. Мĕншĕн тесен вĕсен валли кадрсем хатĕрлет. Аталану проекчĕсен суйлав тапхăрне Раççей Ял хуçалăх министерстви йĕркелесе ирттерĕ.
Проектсене хатĕрленĕ май инфраструктурăсене юсассине тата çĕнетессине, оборудованисемпе вĕренÿ хатĕрĕсем, кĕнекесем, вĕрентÿ программисем туянассине шута илмелле. Проекта пурнăçа кĕртмелли вăхăт виçĕ çултан иртмелле мар.
Грант программине «Ял, вăрман тата пулă хуçалăхĕ», «Ветеринари», «Промышленность экологийĕ тата биотехнологи» тата ытти специальностьсем тăрăх кадрсем хатĕрлекен колледжсем хутшăнма пултараççĕ.