Пур хыпар та
Патшалăх пулăшăвĕ
15 Нарӑсӑн , 20:00

Çамрăк специалист ялти культура вучахне чĕртнĕ

2025 çулта «Земство культура ĕçченĕ» республика программи çамрăк специалиста Кармаскалă районĕнчи Пекенеш (Ильтеряково) ялĕнчи нумай функциллĕ клубра ĕçлеме май туса панă.

Çамрăк специалист ялти культура вучахне чĕртнĕ
Çамрăк специалист ялти культура вучахне чĕртнĕ

Республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çул пуçламăшĕнчен учреждени культорганизаторсăр тăрса юлнă. Çÿлерех асăннă республика программи пурнăçа кĕнипе ялти нумай функциллĕ клубра пурнăç кĕрлеме пуçланă.

Клубра Алсу Юлдашбаева çамрăк спецалист ĕçлет. Ĕпхÿ хулинчи ÿнер училищинче пĕлÿ илнĕ опытлă педагог пĕр миллион тенкĕ тÿлеве тивĕçнĕ.

Алсу Загировна ĕçлеме тытăнсан культура пурнăçĕ тĕрлĕ енлĕ пулăмсемпе пуянланнă. Вăл мероприятисене йĕркеленĕ май тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене явăçтарма тăрăшать. Çак кунсенче çамрăк специалист Пишпÿлек районĕнчи культура пайĕн ертÿçипе Елена Арефьевапа пĕрлехи проектсене, учрежденине аталантармалли çул-йĕрсене сÿтсе явнă.

Пекенеш ялĕнчи культура çурчĕ 2016 çулта «нумай функциллĕ клуб» статуса тивĕçнĕ. Çуртра модельлĕ вулавăш, ача-пăча пÿлĕмĕ, тренажер тата А.Ф. Юртов ячĕллĕ курав залĕсем пур.

Республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕ палăртнă тăрăх, 2025 çулта ял таврашне ĕçлеме кайнă 44 специалист пĕр миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.

Çамрăк специалист ялти культура вучахне чĕртнĕ
Çамрăк специалист ялти культура вучахне чĕртнĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас