Урал сасси
+25 °С
Облачно

Пушкăртстанри 13 креативлă проект Президент грантне тивĕçĕ

Асăннă пулăшупа культура, ÿнер тата креативлă индустри шайĕнчи проектсене пурнăçа кĕртĕç.

Пушкăртстанри 13 креативлă проект Президент грантне тивĕçĕПушкăртстанри 13 креативлă проект Президент грантне тивĕçĕ
Пушкăртстанри 13 креативлă проект Президент грантне тивĕçĕ

Пушкăртстан культура пуçарăвĕсен Президент фончĕн иккĕмĕш конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх малтисен шутне кĕнĕ. Çакăн пирки Лилия Гумерова сенатор пĕлтернĕ. Кăтартусемпе килĕшÿллĕн 87 регионти 725 проекта пулăшупа тивĕçтерĕç. Вĕсенчен вун виççĕшĕ Пушкăртстанран пулнине палăртса хăвармалла.

 - Çакă республикăна Мускав тата Санкт-Петербург хулисемпе, Белгород облаçĕпе, Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсемпе пĕрле малтисен шутĕнче пулма май пачĕ. Асăннă кăтарту пултарулăх ушкăнĕсем, коммерци шутне кĕмен организацисем тата пирĕн регионти граждансем хастар пулнине çирĕплетет. Пулăшăва тивĕçнĕ проектсене пурнăçа кĕртни çĕнĕ культура хутлăхĕсем йĕркелеме, çынсенче нумай нациллĕ халăхăн культурине сыхласа хăварас туртăма ÿстерме май парĕ, - ăнлантарнă Лилия Гумерова.

 

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас